Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи пайӗнче ҫын вилнӗ пирки тӗпчев ирттерет. Ҫакӑн пек хыпарлать ШӖМӗн пресс-служби.
Инкекӗ паян, каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче, пулнӑ иккен. Хӗрӗнкӗ арҫынна полцин пӗр пӳлӗмне тытса хупнӑ. Унта ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе илсе пынӑ иккен. Административлӑ майпа йӗркене пӑснисен пӳлӗмне илсе кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗҫех вӑл унта ҫывӑрса кайнӑ имӗш. Каярах йӗрке хуралҫисем 41 ҫулти арҫын ҫакӑннине асӑрхаҫҫӗ.
Ҫак факт пирки ШӖМ служба тӗпчевӗ ирттерет-мӗн. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби полицейскисем хӑйсене епле тытнине те хак парасси пирки ӗнентерет.
Элӗк районӗнче театр ушкӑнӗсен фестиваль-конкурсӗ вӗҫленнӗ. Ӑна чӑваш музыка театрне йӗркеленӗ Борис Маркова асӑнса ирттернӗ.
Фестивале Вӑрнарти халӑх театрӗ Н. Айзманӑн «Кай, кай Ивана» спектаклӗпе пырса ҫитнӗ, красноармейскисем — В. Синичкинӑн «Салтак амӑшӗпе», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи серенкӑсем Н. Пономаревӑн «Эх, пурнӑҫ мыскарапа», Муркаш районӗнчи йӳҫкассисем Н. Сидоровӑн «Кантӑкран шаккарӗ хамӑр ял каччипе», Ҫӗмӗрле районӗнчи хутарсем А. Никитинӑн «Ҫӗнӗ ӗмӗрти хуняҫипе», Етӗрне районӗнчи асламассем У. Круккан «Ӑслӑ арӑмпа» пырса ҫитнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман тесе хыпарлаҫҫӗ елӗксем. Ҫапах та жюри пӗрремӗш вырӑна йӳҫкассисене панӑ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейскинчи халӑх театрӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — вӑрнарсем.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ.
Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш.
Кулленхи ӗҫре суд приставӗсен мӗнпе кӑна тӗл пулма тивмест пулӗ. Кулӑшла ҫак тӗслӗх Ҫӗмӗрле районӗнчи Мыслец поселокӗнче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен 2010 ҫултанпа та аса илмен. Амӑш правине туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗпренчӗке ача ҫуртне яни те пӑшӑрхантарман курӑнать амӑшне. Ывӑлне алимент тӳлесси пирки те шухӑшламан вӑл. Парӑм 150 пин тенкех ҫитсе кайнӑ. Алиментран хытах пӑрӑнакан амӑшӗ пирки кӗҫех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах хӗрарӑм кун хыҫҫӑн та парӑма татма талпӑнман кӑна мар, судран та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче суд приставӗ суда ирӗксӗр илсе каяс тесе ун патне килне пынса ҫитнӗ. Пристав хӗрарӑмпа пӗрле пурӑнакан арҫын кӗтсе илнӗ. «Ют хулана тухса кайрӗ», — куҫне тартмасӑр суйнӑ лешӗ. Анчах пристав ӗненсе каялла ҫаврӑнса кайма васкаман — виҫ сехет ытла кӗтсе ларнӑ. Унтан пӳрте тепре кӗнӗ. Ҫавӑнта вӑл мачча ҫинче темле сасӑ пуррине сисет. Хӑпарса пӑхать те унта хӗрарӑм пытанса ларнине асӑрхать.
Алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки ҫав кунах суд пулса иртнӗ, ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Чаканар ялӗнчи авалхи чиркӳ вутпа кӗлленнӗ. Тӗрӗссипе, чиркӳ ҫӗрпе танлашнӑ тени тӗрӗсрех те пулать.
Энциклопедийӗнче ҫав кӗлӗ ҫуртне 1784 ҫулта тунӑ тесе палӑртнӑ иккен. Пушар тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, тухнӑ. Пӗрремӗш пушар машинисем инкек вырӑнне 10 минутран ҫитнӗ-мӗн. Вӑл тӗле чиркӗве ҫулӑм ярса илме ӗлкӗрнӗ теҫҫӗ. Юнашар хуралтӑсене кӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Тӗпчевҫӗсем халӗ пушар сӑлтавне палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑвашра чиркӳ ҫунни пӗрремӗш тӗслӗх мар теҫҫӗ астӑвакансем. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнчи чиркӳ куполне аслати ҫапнипе чӗрӗлсе кайнӑ. Пӗлтӗр вара Улатӑр районӗнчи Миренки салари 18-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче–19-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче туса лартнӑ чиркӳ кӗлленнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра ҫак кунсенче «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пырать. Регионсенчен унта кам хутшӑнассине палӑртма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Чӑваш ен чысне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан, Татьяна Андреева музыка учителӗ хӳтӗлет.
Ҫак кунсенче конкурсӑн ҫурма финал тапхӑрӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хамӑр ентешӗмӗршӗн сасӑлас тесен http://woman-russia.ru/1000913 каҫӑпа кӗмелле е WR1000913 тесе ҫырса 4446 номер ҫине смс-ҫыру ямалла. Смс хакӗ вӑтамран 40 тенке кайса ларать-мӗн.
«Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» тупӑшӑвӑн финалӗ Раҫҫейӗн тӗп концерт залӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртмелле.
Республикӑри ача-пӑча вулавӑшӗ тата республикӑн Культура министерстви пӗр шухӑшлӑ пулса «Чи вулакан ҫемье» конкурс ирттернӗ. Ӗнер унӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсене темиҫе номинаципе хакланӑ.
«Чи вулакан ҫемье» номинацинре Красноармейскинчи Григорьевсен ҫемйи ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Йӗпреҫри Емельяновсем, виҫҫӗмӗшне Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти Красновсем тухнӑ. «Ҫемье вулавӗн йӑлине сыхласа хӑварнишӗн» номинацире малти виҫӗ вырӑна Андреевсем (Канаш хули), Леонтьевсем (Элӗк), Захаровсем (Шупашкар) пайланӑ. Кунсӑр пуҫне ытти номинаци те пулнӑ.
Сӑнсем (14)
Кӑнтӑр енчи Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлнех вырмана вӗҫленӗ. Тухӑҫ республикипе вӑтамран 18,1 центнер тухать. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахи ҫав кун тӗлне вӑл кашни гектартан 19,8 центнерпа танлашнӑ.
Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӑна пин гектар ытларах ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр тухӑҫӗ те тӗш тырӑнни евӗрех пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех: унчченхи 201,2 центнер вырӑнне 149,2 центнер тухать.
Кӗрхисене акассипе те хресчен ҫине тӑрать. Елчӗк районӗнче планпа ипалӑртнинчен виҫ кун каяллах 83 процентне акма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен.
Хӑмла ӳстерекенсем кашни районтах мар-ха. Ҫав культурӑна туса илекенсем, сӑмахран, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем, ӑна татма тытӑннӑ.
Республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф служби автоҫулсене юсассипе ирттернӗ аукциона пӗтӗмлетнӗ иккен. Асӑннӑ конкурсра ҫул-йӗр хӗррипе тимӗр карта тытакансене палӑртма тӗллев лартнӑ. Ҫак ӗҫе Шупашкар, Красноармейски, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Улатӑр районӗсенче пурнӑҫламалла-мӗн. Ун валли хыснаран 18,9 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Анчах аукциона хутшӑннӑ пилӗк предприятирен пӗри, «Металлоконструкция» комплекслӑ техника центрӗ» тулли мар яваплӑ общество, ӗҫе самай йӳнӗпе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара вӑл республика хыснинчен ҫак ӗҫ валли малтанласа уйӑрма палӑртнӑ тупрана 40 процент перекетлеме май туса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |